| 13611 | Ҫупа ҫӗрӗк ҫӑпата ҫинӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13610 | Ҫупалан ҫӗрӗк ҫӑпата та ҫиен. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13612 | Ҫуттине юратакан ҫут тӗнчере нумай пурнаймасть тет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13614 | Ҫырли хӗрлӗ те, тути йӳҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13613 | Ҫырма урлӑ каҫсассӑн хырӑм выҫать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13615 | Тав сана — сав мана. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13616 | Тапак — шуйттанӑн пӑхӗ ҫинче, хӑмла шуйттанӑн шӑкӗ ҫинче ӳснӗ тет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13617 | Тӑвар тӳсен вӗтелет, арманта авӑртсан тырӑ ҫӑнӑх пулать, пӗҫерсен ҫӑкӑрпа тӑвар хырӑм тутта теҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13618 | Тӑварсӑр апат тутлӑ мар. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13619 | Тӑли тӑлӑ пулмарӗ, пӗр хуран пӑтӑ янкалт. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13620 | Тӑраниччен ҫи те виличчен ан ман. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13621 | Тӑраннӑ хырӑма пыл та йӳҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13622 | Тӑрансан пыл та йӳҫӗ, выҫсан ҫӑкӑр та тутлӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13623 | Тепри виҫӗ пуслӑх ӗҫет те виҫ тенкӗлӗх шар тӑвать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13624 | Тӗшӗ тутлӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13625 | Тип кашӑк ҫӑвар ҫурать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13626 | Типӗ ҫӑкӑрпа ӑш канмасть. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13627 | Типӗ тытакан вилмен, хытӑ ҫиекен вилнӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13628 | Типнӗ пыра лӗп шӳрпе. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13631 | Турӑх — салма ҫиме юрӑх. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13641 | Турӑх — тутлӑ апат. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13629 | Турӑх начар кӗвӗлнӗшӗн Турӑ мар, кӗвелӗк айӑплӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13630 | Турӑх пулсан урӑх мӗн кирлӗ? | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13632 | Турӑх ҫиекене Турӑ пулӑшать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13633 | Турӑх ҫиесси ту тӑрне улӑхасси мар. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13634 | Турӑх ҫинӗ чух Турра та пай ту. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13635 | Турӑх ҫинипе Турӑ ҫынни пулма ҫук. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13636 | Турӑх ҫисен урӑх ҫимеҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13637 | Турӑх та апат, уйран та апат. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13638 | Турӑх та Туррӑн мар, уйран та усалӑн мар. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13639 | Турӑх туратсӑр, пыра ларас ҫук. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13640 | Турӑх тутӑхмасть, йӳҫӗхет анчах. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13643 | Турӑх тутлӑ та, Турри пӳрмен тутанма. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13644 | Турӑх тутлӑ та, чухӑн ҫынна тӗс паман. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13645 | Турӑх тутлӑ та, юрлӑ ҫынна юрӑх мар. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13642 | Турӑх тутлӑ, ҫиесси мутлӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13646 | Тутӑ выльӑхӑн тумӗ хӑй ҫинче. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13647 | Тутӑ выҫҫа чухламан. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13648 | Тутӑ ӗнен сӗчӗ те тутлӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13649 | Тутӑ йытӑ выҫӑ йыттӑн кутне ҫуланӑ тет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13650 | Тутӑ кашкӑр йӑвара, выҫӑ кашкӑр сунарта. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13651 | Тутӑ кашкӑр ҫын ҫине тапӑнмасть. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13652 | Тутӑ пупшӑн пурте тутӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13653 | Тутӑ ҫын выҫӑ ҫынна ӑнланмасть. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13654 | Тутӑ ҫын тӗлӗкре те кавлесе выртать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13655 | Тутӑ ҫын тумне упрасшӑн, выҫӑ ҫын чунне упрасшӑн. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13656 | Тутӑ ҫын ырлӑхра, выҫӑ ҫын хурлӑхра. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13657 | Тутӑ ҫын эрленмест, выҫӑ ҫын эрленет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13658 | Тутӑ ҫын юррине выҫӑ ҫын юрламасть. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13659 | Тутӑ ҫыннӑн ыйхи те тутлӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |